Тӑван ялӑм хӑҫан пуҫланса кайнине паянхи кун никам та татӑклӑн ҫирӗплетсе калама пултараймарӗ. Ватӑ ҫынсен шухӑшӗпе яла пуҫараканӗ Ҫӗнтимӗр ятлӑ чӑваш пулнӑ. Апӑс, Яхха, Ҫӗнтимӗр ку тӑрӑха куҫса килни ҫинчен калакан халапа эпӗ «Чиркӳллӗ Хапӑс» очеркра ҫырса кӑтартнӑччӗ. Пирӗн ялӑн чи малтанхи ячӗ Ҫӗнтимӗр пулнӑ. 1747 ҫулта Чиркӳллӗ Хапӑсра пӗрремӗш чиркӳ уҫаҫҫӗ, тепӗр ҫултан прихут йӗркелеҫҫӗ. Пирӗн ял прихута кӗрекен 18 ялтан чи пысӑкки пулнӑ. Вулӑс кантурӗ вырнаҫнӑ Хапӑса - Чиркӳллӗ Хапӑс, пирӗн яла Мӑньял Хапӑс теме пуҫланӑ.
Ял ҫинчен истори докуменчӗсем сыхланса юлман пулсан та, тепӗр чухне ял таврашӗнчи топонимсем - ҫырма-ҫатра, сӑрт-ту, ҫӑл, ҫул, ҫаран ячӗсем авалхи вӑрттӑнлӑха ҫӑмӑллатма пулӑшаҫҫӗ. Паян пӗр иккӗленмесӗрех чӑвашсен ват несӗлӗсем пӑлхарсем пулнине ҫирӗплететпӗр. 1236 ҫулта тутар-монгол ҫарӗсем Пӑлхар патшалӑхне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн пирӗн ват асаттесене чӑвашсем теме тытӑннӑ. Тутар-монголсем парӑнтарнӑ халӑха питӗ хытӑ пусмӑрланине пула, чӑвашсем Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчен сылтӑм енне каҫса сӗм вӑрмансемпе тарӑн ҫырмасене пытаннӑ. Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсем пулма пултарнӑ пирӗн яла пуҫаракансем. Вӗсем кунта куҫса киличчен, эпир халӗ пурӑнакан вырӑнта, финн-угор халӑхӗсен йӑхӗсем - венгрсемпе ҫармӑссем - хуҫаланнӑ. Венгри археологӗ Дьюла Ласло «К вопросу о формировании финно-угров» статйинче ҫапла ҫырать: «Темиҫе ҫӗр ҫул маларах, венгрсем Дунай шывӗ ҫинче 896 ҫулта хӑйсен ҫӗршывне тӑвиччен, вӗсен несӗлӗсем Вӑтам Атӑлӑн вӑрманпа уй-хирлӗ сылтӑм ҫыранӗнче пурӑннӑ». Ҫак шухӑша Венгрин тепӗр ӑсчахӗ Иожев Перени “Угры в «Повести временных лет» хайлавӗнче тата тӗрӗсрех ҫирӗплетсе парать. Вӑл тӗпчесе ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, венгрсен манахӗ Юлиан 1235-1236 ҫулсенче ват аслашшӗсен авал ӑҫта пурӑннине пӗлес тӗллевпе «таҫта тухӑҫалла» ҫул тытнӑ. Вӗсене вӑл, Перени ҫирӗплетнӗ пекех, Атӑл ҫинче, Тетюш хули ҫывӑхӗнче шыраса тупнӑ. Перени венгрсемпе чӑвашсен ват аслашшӗсен хушшинче тачӑ та уйрӑлми ҫыхӑну пулнине палӑртать. Мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра куҫса ҫӳрекен венгрсен чӗлхинче чӑваш куллен усӑ куракан сӑмахсем 800-1000 кӑна пулнӑ. Халӗ эпир венгрсен чӗлхинче чӑваш сӑмахӗсем миҫе процент пулнине ҫӑмӑлланах пӗлме пултаратпӑр.
Вырӑсларан куҫарнӑ чухне эпӗ «Тетюши» хула ятне юриех «Тетюш» тесе куҫартӑм. Мӗншӗнне малалла уҫса парӑп. Пирӗн ялӑн ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ енче Энтюк ҫырмипе Матюше ҫулӗ, ҫырми тата сӑрчӗ пур. Пирӗн вӑхӑтчен сыхланса юлнӑ халап тӑрӑх хальхи Тутар Республикинчи Тетюши хулине никӗслекен Тетюшпа пирӗн ял ҫывӑхӗнчи топонимра сыхланса юлнӑ Матюш пӗр тӑвансем пулнӑ. Тӑвансем пӗр-пӗрин патне час-часах кайса ҫӳренӗ, ҫавна пула Ҫӗнтимӗртен Тетюша каякан ятарлӑ ҫул та пулнӑ. Чӑнах та, халапра асӑннӑ ҫул пулма та пултарнӑ. Катӑш ҫынни Г.П.Павлов хӑйсен ялӗн историне тишкернӗ чухне, ял ҫумӗпе иртсе каякан Чӗмпӗр ҫулне асӑнать. Ҫак ҫул пулман-ши авалхи Тетюшпа Матюш ҫулӗ?
Малалла ялти пӗрремӗш пӳрт ӑҫтарах пулма пултарнине тӗшмӗртме тӑрӑшӑпӑр. Авалхи чӑвашсем хӑйсен пӳрчӗсене яланах ҫырма тӗпне, шӑнкӑртатса юхакан таса ҫӑл куҫ е юхан шыв хӗррине лартнӑ. Ялти чи ӗлӗкхи ҫӑл Ват ҫӑл ятлӑ. Вӑтам Ҫавал тӑрӑх хӑпарса, Туптакӑл ҫырмипе Санар сӑрчӗ патӗнчен иртсе, Ват ҫӑл патне ҫитсе тухнӑ та ӗнтӗ малтанхи виҫӗ чӑваш: Ҫӗнтимӗр, Матюш тата Энтюк. Ку вырӑнсем вӗсене питӗ килӗшнӗ пулас. Ҫӗнтимӗр Ват ҫӑлтан кӑшт аяларах, Энтюк халӗ хӑй ячӗпе хисепленекен ҫырмана /пӳрт вырӑнӗ унта халӗ те кӑшт палӑрать/, Матюш хӑй ҫуртне Энтюк пӳртӗнчен кӑшт аяларах - Тӑм сӑрчӗн хӗвел анӑҫ енне лартнӑ. Ясак, куланай тӳлеттересрен кунта пытанса пурӑннине май пур таран вӑрттӑнлӑхра тытма тӑрӑшнӑ. XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗччен - яла никӗсленӗренпе, XVIII ӗмӗр ҫурриччен пирӗн ял ҫинчен ӗлӗкхи ӗҫ хучӗсенче ниҫта та асӑнман. Ял хӑвӑрт ӳссе аталаннӑ. Хапӑс прихутне уҫнӑ тӗле таврари чи пысӑк ял пулса тӑнӑ. 1907 ҫулта пирӗн ялта - 927, 1912 ҫулта 1089 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 498 арҫын, 591 хӗрарӑм. Ҫак ҫул тӗлне Мӑньял Хапӑсӑн ҫулмалли ҫарансем - 359, вӑрман - 88, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑн 85 теҫеттин пулнӑ. Пӗтӗмпе илсен, ялӑн 1415 теҫеттин ҫӗр пулнӑ. 1960 ҫулта пирӗн «Гигант» колхоз «Самолетпа» пӗрлешет. Ун хыҫҫӑн, виҫӗ ялпа, колхозӑн усӑ курмалли ҫӗр лаптӑкӗ 2946 гектарпа танлашнӑ.
Кӑштах ял ячӗ мӗне пӗлтерни ҫинче чарӑнса тӑрар. Чӑвашсен тимӗрпе ҫыхӑннӑ ҫын ячӗсем чылай. Анлӑрах сарӑлнисене кӑна аса илӗпӗр: Улатимӗр /вырӑсла Владимир/, Тутимӗр - пысӑк та вӑйлӑ, ту евӗрлӗ тӗреклӗ ҫын /Я.Г.Ухсайӑн трагедийӗ те ҫакӑн ятлӑ/. Пирӗн районти Кӳстӳмӗр ялӗн ячӗ тимӗрҫӗ лаҫҫине пӗлтернӗ. Ҫӗнтимӗр - ахӑртнех, «ҫӗнӗ тимӗр» е «ҫӗнӗ тимӗрҫӗ» пӗлтерӗшпе ҫӳренӗ.
Пирӗн тӑрӑхри чылай топоним -ар/ер/ сасӑсемпе вӗҫленет: Вӑрнар, Сунар, Санар, Шенер, Пенер тата ытти те. Вӗсем пирӗн таврана кунта маларах пурӑннӑ финн-угор йӑхӗсенчен юлнӑ. Халӗ вӗсен пӗлтерӗшӗсене пӗлме те хӗн. Ҫавӑнпа та наукӑра кунашкал сӑмахсене «субстратлӑ сӑмахсем» теҫҫӗ. Паллах, тимлесе тӗпчесен вӗсен пӗлтерӗшӗсене те тупма пулать. Венгр чӗлхинче ер пӗчӗк юхан шыва пӗлтерет. Чӑваш чӗлхинчи сингармонизм саккунӗпе килӗшӳллӗн - ҫемҫе уҫӑ сасӑсенчен тӑракан кунашкал топонимсем -ер сасӑсемпе, хытӑ уҫӑ сасӑсенчен тӑраканнисем -ар сасӑсемпе вӗҫленеҫҫӗ: Вӑрнар. Шӗнер, Синер - иккӗшӗ те таса шыва пӗлтереҫҫӗ. Акӑ тепӗр тӗслӗх. Пирӗн районти Кӗперлӗ Кӳлхӗррипе Вӑрман Шӑхаль хушшинче Темӗт уйӗ пур. Мӗншӗн ӑна ҫапла ят панӑ? Тупсӑмӗ каллех венгр чӗлхинче. «Темӗте» чӑвашла куҫарсан «ҫӑва» е «масар» тени пулать. Апла пулсан авал кунта венгрсен масарӗ пулнӑ. Ҫакна ҫирӗплетме ку тӑрӑхра авалхи улӑп тӑпри те сыхланса юлнӑ. Пирӗн ял вырӑнӗнче тахҫан венгрсем пурӑннӑ пулас. Ҫакна хамӑн анне каласа панине тишкерсе пӗтӗмлетӳ турӑм.
Эпӗ пурӑнакан хуҫалӑх вырӑнӗ - ватӑ асаттесен тӗп килӗ. 1930 ҫулта анне - ялти Черкке Йӑванӗн аслӑ хӗрӗ - Чӗвви Ҫтаппанӗн кӗҫӗн ывӑлне, Ҫтенкие, качча килсен, анкартине тухса пӑхсан шалтах тӗлӗнсе кайнӑ. Асатте, ҫут ҫанталӑка юратаканскер, анкартипех тӗрлӗ йывӑҫ лартса тултарнӑ, унта улмуҫҫипе чие ҫырлисем кӑна мар - вӑрманта ӳсекен пур йывӑҫ та пулнӑ. Юманне лартма та хӑраман асатте, ҫӗр улми лартма та вырӑн пулман. Анне ҫухалса кайман, тӳремрех вырӑн суйласа илсе, ҫӗр улми лартма ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрлеме тытӑннӑ. Инкеке тата тепӗр чӑрмав тупӑннӑ, кӳршӗсемпе чикӗленекен кӑнтӑр хӗвел тухӑҫ енче ҫӳллӗ улӑп тӑпри ларнӑ, унӑн ҫурҫӗр енче тарӑн шӑтӑк пулнӑ. Анне каланӑ тӑрӑх, ҫак шӑтӑкра пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче таркӑнсем /дезертирсем/ пытанса пурӑннӑ. Килтисем вара кун ҫинчен, таркӑнсем хӑйсем каласа париччен, нимӗн те пӗлмен. Ӗҫчен чӑваш хӗрарӑмӗ улӑп тӑприне те ҫӗрпе танлаштарма шутланӑ, ӗҫе тытӑннӑ. Улӑп тӑприне салатса ҫӗрпе танлаштарнӑ тӗлте анне тӗлӗнмелле япала асӑрханӑ. Кунашкал хӑйӑр пирӗн таврара ниҫта та ҫук. Анне салатнӑ тӗмеске чӑнах та улӑп тӑприех пулнӑ. Тавҫӑруллӑ вӑрӑсем, тӗрлӗ пуянлӑх шыраса, шӑпах ҫурҫӗр енчен чавса кӗнӗ те. Вӗсем, мӗн кирлине илнӗ хыҫҫӑн, шӑтӑка питӗрмесӗрех хӑварнӑ, таркӑнсем унпа хӑйсене кирлӗ пек усӑ курнӑ. Улӑп тӑпри ҫинче чул палӑк та пулнӑ, вӑл хытнӑ хӑйӑртан /песчанникрен/ тунӑскер, унпа ахӑртнех килтисем авӑн вучахне тунӑ чухне е мунча кӑмаки купаланӑ чухне усӑ курнӑ. Унӑн ванчӑкӗсем халӗ те анкартинче курӑнкалаҫҫӗ, пӗр енӗ яка, тепӗр енче темӗнле ӳкерчӗк пулнӑ - ҫыруллӑх паллисем ҫук. Ман шухӑша тепӗр тӗслӗх те ҫирӗплетсе парать. Пирӗнпе юнашар пурӑнакан Михаил Руссков, ача чухне, ҫӗр улми лартма чавнӑ ҫерем вырӑнӗнче тимӗр тура, сулапа тӗрлӗ япала тупнӑччӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр япали унӑн паян кун та упранать. Апла пулсан пирӗн ял вырӑнӗнче 700-800 ҫул авалрах урӑх халӑх - финн-угор йӑхӗсем пурӑннӑ. Ахальтен мар араб писателӗ Масуди Х ӗмӗрте ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Пӑлхар халӑхӗ кӳршӗри пур халӑха та хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Вӗсем, ку вырӑнта пурӑнакан финн-угор халӑхӗсене хӑйсемпе пӗрлештерсе, ерипен пӑлхар халӑхне йӗркеленӗ».
Ҫынсен паха ял таврашӗнчи кашни ҫырма-ҫатран, вӑрманӑн, ҫӑлӑн, сӑрт-тӳпен хӑйӗн ячӗ пур терӗмӗр. Вӗсем хӑҫан тата мӗнле пулса кайнине тупса пӗтерме те хӗн, анчах чылайӑшӗн тупсӑмне эпир уҫма пултартӑмӑр теме пултаратпӑр. Маларах асӑннӑ Матюше ҫурчӗпе Энтюк ҫырми хушшинче Микулкка ҫырми пур, ку ҫырма Микулкка ятлӑ ҫыннӑн пулнине ҫӑмӑллӑнах тавҫӑрса илме пулать. Тукас урамӗн хыҫӗнче Мален ҫырми тӑсӑлса выртать. Ӗлӗк, колхозсем тӑвиччен ҫӗр валеҫнӗ хыҫҫӑн ку ҫырма Тукас урамӗнче пурӑнакан Мален карчӑкӑн пулнӑ, ҫав вӑхӑтран сыхланса юлнӑ та ун ячӗ. Палтар ҫырмин тупсӑмне тӗшмӗртме ҫӑмӑлах пулмарӗ. Пирӗн ялта ҫуралса ӳснӗ Чӑваш халӑх ҫыравҫи А.В.Емельянов хӑйӗн пӗр тӗпчевӗнче ку ҫырмара Павӑл ятлӑ ҫын тарса пурӑннӑран ҫав ятлӑ юлнӑ тесе ҫирӗплетнӗччӗ. Ятлӑ ҫыравҫӑ каланине ӗненмелле пек, анчах васкар мар-ха. Ялти ватӑсенчен пӗри, Фекла Петровна Лявинская, унӑн пӗлтерӗшне ҫапла ӑнлантарса пачӗ. Ӗлӗк ку ҫырмари лапамра Анаткас Хапӑсри Вӑрӑм Павӑлӑн утарӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та малтан ку ҫырмана Павӑл утар ҫырми тенӗ, каярах кӗскетсе - Палтар ҫырми теме пуҫланӑ. Кунашкал сӑмахсем пирӗн чӗлхере темӗн чухлех. Хӑш-пӗрне кӑна илсе пӑхар-ха: вырсарни кун - /вырӑс эрнин кунӗ/, Хураҫтуй уявӗ - /хура ӗҫ туйӗ/, ҫӑраҫҫи - /ҫӑра уҫҫи/, улмуҫҫи / улма йывӑҫҫи/.
Чӑваш патшалӑх тӗп архивӗнче тӑван ялӑм ҫинчен 100 ҫул каярах мӗн ҫырнине те тупма май килчӗ. 70-мӗш фондри пӗрремӗш опиҫри 88-мӗш ӗҫе илер. Ӑна «Об окладных сборах с крестьян Сендимиркинского сельского общества на 1905 год» тесе ят панӑ. Приговора 1904 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫырнӑ. Малалла ӑна чӑвашла куҫаратпӑр. “Хусан кӗпӗрнинчи, Етӗрне уесӗнчи, Туҫа вулӑсне кӗрекен Мӑньял Хапӑсри хресченсен пухӑвӗ куланай укҫине пухма ҫын суйлассипе ирттернӗ пуху приговорӗ. Эпир, ҫӳлерех асӑннӑ ял обществин членӗсем, 382 ҫынна /арҫынсене/ пӗрлештерсе тӑратпӑр. Вӗсенчен 164 кил хуҫисем, ҫавӑнпа вӗсен суйлава хутшӑнса сасӑлама та йӗрке пур. Пухӑва ҫак йышран 86 килнӗ тата ял старости Петр Дмитриев, ку суйлава хутшӑнма пултаракан ҫынсен пӗрре иккӗмӗш пайӗнчен ытларах. Куланай укҫи пухма уйӑрнӑ ҫыннӑн служба срокӗ вӗҫленнӗ пирки, ҫитес 1905 ҫулта ӗҫлеме 27 ҫулти Алексей Петрова /Кашкӑр Элекҫине/ тата 34-ри Иван Михайлова кандидата тӑратас.
Эпир суйланӑ ҫынсем хӑйсене лайӑх тыткалаҫҫӗ, судпа айӑпланман. Хӑйсене шанса панӑ ӗҫе вӗсем чыслӑн пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир вӗсене шанатпӑр, ҫакна ҫирӗплетсе алӑ пусатпӑр. Мӑньял Хапӑс ялӗнчи хресченсем”. Пурӗ 86 ҫын алӑ пуснӑ. Пирӗн асатте - Степан Алексеев - 39-мӗш. Хут пӗлменнисемшӗн, хӑйсем ыйтнипе, Василий Игнатьевпа Ефрем Николаев алӑ пуснӑ.
Паянхи куна пирӗн ялта 247 хуҫалӑх шутланать. Халӑх йышӗ те пысӑках мар - 657 ҫын, вӗсенчен 331 арҫын, 326 хӗрарӑм. Ку 1912 ҫултипе танлаштарсан 58 процент кӑна. Тӗрлӗ документа пӑхса тишкернӗ хыҫҫӑн асаттепе кукаҫи миҫемӗш ҫулта ҫуралнине те палӑртма май килчӗ. 1914 ҫулта Туҫа вулӑсӗнчи вун иккӗмӗш округри Мӑньял Хапӑс ялӗнче гласнӑйсем суйланӑ: Антон Максимов, 48 ҫулта, Дмитрий Антонов - 45-ре, Степан Алексеев /асатте/ - 50-ра. Апла пулсан асатте 1864 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫак ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче ялти ҫынсенчен налук пухаканне суйлас тӗлӗшпе пуху ирттернӗ. Пухура ялти 99 ҫын тата Никифор Петров староста пулнӑ. Пӗр сасӑллӑн ман кукаҫее - Иван Степанович Степанова, 36 ҫулти хресчене - налук пухакан пулма суйланӑ. Кукаҫи 1878 ҫулта кун ҫути курнӑ.
Ҫӳлерех илсе панӑ цифрӑсене пӑхсан - ялти ҫынсен шучӗ ҫултан-ҫул чакса пынине куратпӑр. Мӗнрен килет-ши ҫакӑ? Сӑлтавӗ вара темиҫе те. Пӗрремӗшӗ - колхозсем панкрута тухса пынӑ пирки ялти ҫамрӑксем хуласене тухса кайни. Ялти ҫамрӑксем валли ӗҫӗ те ҫук, ӗҫлекеннисем те хуларинчен темиҫе хут сахалрах илеҫҫӗ, ӑна та вӑхӑтра мар - хӑҫан май килет, ҫавӑн чухне тӳлеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗ - партипе правительство пӗр хӗрӗх ҫул каялла колхозниксем ҫине иккӗмӗш сортлӑ ҫынсем пек пӑхнӑ. Ҫирӗплетме пӗр тӗслӗх кӑна илсе парам: кивӗ хутсен хушшинче аннен - Ирина Ивановна Скворцовӑн - 1968 ҫулта кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче панӑ пенси кӗнекине тупрӑм. Ҫав кунран пуҫласа вӑл уйӑхсерен 12 тенкӗ пенси илме тытӑннӑ. Виҫӗ ача пӑхса ҫитӗнтернӗ салтак арӑмне пенсие 58 ҫул тултарас умӗн кӑна тӳлеме пуҫланӑ. Ун чухне эпӗ, университет студенчӗ, уйӑхсерен 35 тенкӗ стипенди тата каҫсерен хуралҫӑра тимлесе 60 тенкӗ ӗҫлесе илеттӗм - ватӑ аннерен кашни уйӑхра ҫичшер хут нумайрах! Виҫҫӗмӗшӗ вара 1960 ҫулта, пирӗн «Гигант» колхоз «Самолетпа» пӗрлешсен пуҫланчӗ.
Пирӗн ялта литературӑна юратакан йышлӑ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Викторович Емельянов, Писательсен союзӗн членӗ Сарра Леонтьевна Баранова, Григорий Иванович Григ /Семенов/ сӑвӑҫ, Георгий Кузьмич Чернышев прозаик, ҫак йӗркесен авторӗсем - Григорий Константинович Скворцов поэт-прозаикпе унӑн хӗрӗ Ирина Григорьевна Игнатьева тата Виталий Яковлевич Краснов та пур. Ялта аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсен шучӗ утмӑлтан та иртет. 1935 ҫулта ялта шкул туса пӗтернӗ, унӑн пӗрремӗш директорӗ Анаткас Хапӑсри Степан Яковлевич Ефремов пулнӑ. Ентешӗмӗрсенчен чи малтан аслӑ пӗлӳ Степан Михайлович Михайлов илнӗ. Халӗ вара ялта тӗрлӗ наука кандидачӗсем те пур: Арсентий Семенович Кожанов, Валентина Поликарповна Михайлова, Юрий Валерьянович Баранов. Ватӑлмасть-ха ялӑмӑр, ҫулсерен ҫӗнӗ ҫуртсем ӳссе лараҫҫӗ, аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем йышланаҫҫӗ.